Кадетсем - çĕнтерỹçĕсем

Пĕтĕм Раççейри вĕренекенсен олимпиадинче муниципалитет этапĕнче рейтинга Тăвайри вăтам шкулти 8 класра пĕлỹ пухакан кадетсем кĕнĕ.

Физкультурăпа кадетсен 7-8 класĕсенчи икĕ вĕренекен çĕнтерỹçĕ призер пулса тăнă. Вĕсем теори пĕлĕвне аван кăтартнă. Гимнастикăсене лайăх пурнăçланă. Баскетбол мечĕкĕпе ăста выляма, ăна карçинккана лайăх персе кĕртме пултарнă.

М.АНДРЕЕВ.