Михаил Игнатьев: "Эсир хăвăрăн чун-чĕрĕре хăвăрăн пархатарлă ĕçĕре паратăр! Çакăнта пирĕн пĕрлехи çитĕнỹ!"

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта республикăри "Трактор тăвакансен культура керменĕ" халăх пултарулăхĕн центрĕнче Вĕрентекен кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хутшăннă. Çакна палăртнă, Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă 999 вĕренỹ учрежденийĕнче 23 пин педагогика ĕçченĕ тăрăшать, 300 пин ытла ачапа çамрăк вĕренет тата воспитани илет. Вĕрентекенсем пирки каласа, "Эсир хăвăрăн чун-чĕрĕре хăвăрăн пархатарлă ĕçĕре паратăр! Çакăнта пирĕн пĕрлехи çитĕнỹ!" - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Педагогика тата воспитани ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Тăвайри вăтам шкулта технологипе сăнарлă искусство вĕрентекене Светлана Захарована (ỹкерчĕкре М.Игнатьевпа юнашар сылтăмри) "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" хисеплĕ ят панă май саламланă, ăнăçусем суннă.

И.ИВАНОВ.