Вĕрентекенсен уявĕнче

Вĕрентекенĕн общество йĕркеленĕвĕпе аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне нимĕнпе те хаклама çук. Çав вăхăтрах вĕрентекене пысăк чăтăмлăх та, професси тĕлĕ-шĕнчен пĕрмай çĕнелсе, ăсталăха ỹстерсе пыни те кирлĕ. Шкулĕ темĕнле чаплă пулсан та, вĕрентекен унта çав-çавах тĕп вырăн йышăнать.

Октябрĕн 5-мĕшĕнче Вĕрентекен кунне уявланă май, районта чи пултаруллă педагогика ĕçченĕсене чысланă. Уяв мероприятине, вĕрентекенсемпе вĕренỹ ĕçĕн ветеранĕсемсĕр пуçне, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Иван Архипов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, вĕренỹ ĕçченĕсен профсоюзăн районти организацийĕн председателĕ Ирина Семенова хутшăннă. Вĕсем вĕрентекенсемпе воспитательсене праçникпе саламланă, çăмăл мар ĕçре пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçусем, телей суннă.

Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн, çак ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа чуна парса тăрăшнăшăн Раççей Федерацийĕн вĕренỹпе ăслăлăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă:

Алина Николаевна Арапована - Мучарти вăтам шкулта технологи вĕрентекене;

Евгений Николаевич Морякова - Тăвайри вăтам шкулта технологи вĕрентекене;

Михаил Антонович Смолина - Тăрмăшри вăтам шкулти ОБЖ преподаватель-организаторне.

Чăваш Республикин вĕренỹ министерствин Хисеп грамотипе:

Надежда Владимировна Петрована - Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕрентекене.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн укçан 20 пин тенкĕ парса хавхалантармалли республикăри конкурс çĕнтерỹçин свидетельствине панă:

Светлана Анатольевна Глухована - Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕрентекене.

Район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

Наталия Николаевна Иварбеевана - Элпуçĕнчи вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекене;

Наталья Сергеевна Куракинана - Чутейри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекене;

Валентина Васильевна Лабзинана - Тăвайри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекене;

Мария Егоровна Николаевана - Тăвайри вăтам шкулта математика вĕрентекене;

Анна Спиридоновна Степанована _ Йăнтăрчăри вăтам шкулта математика вĕрентекене.

Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

Людмила Григорьевна Владимирована - Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекене;

Людмила Николаевна Муханована - Мучарти вăтам шкулта физика вĕрентекене;

Марина Николаевна Никифорована - Тăвайри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекене;

Ирина Геннадьевна Федотована - Тăвайри вăтам шкулта обществознани вĕрентекене.

"Чăвашрессофпрофăн" профсоюзсен организацийĕн Чăваш Республикинчи пĕрлешĕвĕн Хисеп грамотипе чысланă:

Наталия Сергеевна Куракинана - профсоюзăн Чутейри вăтам шкулти пуçламăш организацийĕн председательне.

РФ вĕренỹпе ăслăлăхăн профсоюз ĕçченĕсен организацийĕн Чăваш Республикинчи Комитечĕн Хисеп грамотипе:

Светлана Леонидовна Шашкована - профсоюзăн Тĕмерти вăтам шкулти пуçламăш организацийĕн председательне;

Тăвай районĕнчи профсоюз организацийĕн канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

Елена Геннадьевна Бахмутована - профсоюзăн Мучарти вăтам шкулти пуçламăш организацийĕн председательне.

ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ

Тăвайри вăтам шкулта тата ачасен искусство шкулĕнче вĕренекен Мария Иванова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине тивĕçлĕ пулнă.

Мария "Эстрадăпа джаз искусстви" уйрăмĕнче вĕренет, ачасен искусство шкулĕнче кăтартуллă "Тайна" вокал ансамблĕн солистки шутланать. Ансамбль тĕрлĕ шайри фестиваль-концертсенче лайăх кăтартусем тунă, тĕрлĕ степеньлĕ дипломсемпе лауреатсен ятне илнĕ.

2015-2016 вĕренỹ çулĕн итогĕсемпе Тăвайри вăтам шкул администрацийĕ Мария Иванована Мухтав хучĕ, ачасен Тăвайри искусство шкулĕ Хисеп грамоти, "Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Аль" физкультурăпа спорт комплексĕ" МАУ Тав çырăвĕ парса чысланă.

Г.НИКОЛАЕВА.