Тутлă апат пĕçерекенсем

"Тутлă апатшăн тав сире". Çак сăмахсене кунне миçе хутчен илтмеççĕ-ши Тăвайри вăтам шкулти поварсем? В.М.Кириллова директор та ырăпа асăнчĕ вĕсене.

Тутлă апат пĕçерекенсенчен стажĕпе чи пысăкки - Людмила Семенова. Шупашкарти кулинари училищи хыççăн професси ăсталăхне кооператив техникумĕнче ỹстернĕ. Çирĕм икĕ çул тăрăшать шкул ачисен апатланăвĕ пахалăхлă та тĕрлĕ енлĕ пултăр тесе. Людмила Николаевна - пиллĕкмĕш разрядлă повар.

Лариса Алексеевна Андреевапа Татьяна Николаевна Александрова поварсем те хăйсем кăмăлланă специальноçа ятарлă училищĕсенче вĕренсе алла илнĕ.

"Пирĕн ĕçĕн сумĕ - çынсен хаклавĕ, ăшă тав сăмахĕ, - теççĕ вĕсем. -Çак çăмăл мар ĕçе суйланăшăн пĕрре те ỹкĕнместпĕр".

Куллен 700 ытла çын апатланать шкул столовăйĕнче. Темиçе сменăпа йĕркеленĕ ачасене йышăнассине. Пĕр класс хыççăн тепри ылмашăнать, мĕнле ĕлкĕреççĕ тульккăш. 600 ытла ачана тивĕçтермелле-çке. Каникул вăхăтĕнче лагере çỹрекен 100 ачана тутлă апатпа савăнтарчĕç.

Столовăй ĕçне Светлана Васильевна Алексеева йĕркелесе тăрать. Ятарлă медицина пĕлĕвĕ илнĕ вăл. Апат-çимĕç пахалăхĕшĕн тимлет, тĕрлĕрен блюдăсем кĕртме тăрăшать менюна.

Эльвира Владимировна Федорова, Надежда Михайловна Алендеева кухня ĕçченĕсен те кунĕпе ларса канма вăхăт çук. Ĕçре вăр-вар, тасалăха пăхăнса ĕçлеççĕ вĕсем.

Туслă коллектив чăмăртаннă кунта. Кашни хăйĕн тивĕçне пĕлет. Куçран пăхсах ăнланаççĕ пĕр-пĕрне. Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май та çынсене хаваслă кăмăл-туйăм, вăй-хал кỹрекен сатур хĕрарăмсемпе кĕскен те пулин паллаштарас килчĕ.

"Çак кунсенче районти комисси шкула вĕренỹ çулне хатĕр тесе йышăнчĕ. Çакăнта, паллах, кухня ĕçченĕсен те тỹпи пур, - пĕлтерчĕ Вера Михайловна. - Столовăйне вĕсем хăйсен вăйĕпе сăрласа, тирпейлесе хăтлăх кĕртрĕç. Хальхи вăхăтра хĕле хатĕрленсе хăяр тăварлаççĕ".

Р.ШУМОВА.

Е.ШИБАЛОВ сăн ỹкерчĕкĕ.