Чи лайăх волонтерсенчен пĕри

Чăваш Республикин Çамрăксен правительстви çирĕплетнĕ планпа килĕшỹллĕн "Çамрăксем - Чăваш Енĕн вăй-хăвачĕ" çамрăксен форумĕ пулса иртнĕ.

Форумăн тĕллевĕ - çамрăксен профессиллĕ пĕрлешĕвĕпе çыхăннă проблемăллă ыйтусене тупса палăртса татса парасси, çамрăксем обществăн социаллă пурнăçĕпе экономикине тата политикине хутшăнасси.

Республика тапхăрĕ хăйне 11 дискусси площадкин ĕçĕсене кĕртнĕ. Сăмахран, хăшĕ-пĕрисем: "Пахалăхлă пĕлỹ - квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерессин никĕсĕ", "Пахалăхлă медицина пулăшăвĕ - Чăваш Ен аталанăвĕн никĕсĕ", "Çамрăксене çурт-йĕрпе тивĕçтерни республикăн кадрĕсене упраса хăварма пулăшать", "Ял хуçалăхĕ - пысăк çитĕнỹсен территорийĕ", "Çамрăксем Чăвашсен наци культурипе йăлисене упраса хăварассишĕн" т.ыт.те.

Форума Чăваш Республикин ĕç тăвакан тата законсем кăларакан влаçсен представителĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, Чăваш Республикин çамрăксен правительствин членĕсем, республикăри муниципаллă йĕркеленỹсен çамрăксен правительствисен членĕсем, обществăлла пĕрлешỹсен, предприятисемпе организацисен представителĕсем, аслă, профессилле тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан организацисен студенчĕсемпе вĕренекенĕсем хутшăннă.

"Çамрăксем - Чăваш Енĕн вăй-хăвачĕ" форумăн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çĕнтерỹçĕсене наградăланă. Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул тултарнин Пĕтĕм Раççейри волонтерсен корпусĕн чи лайăх волонтерĕсенчен пĕри Тăвай шкулĕнчи 11 класра вĕренекен Надежда Сергеева Тава тивĕçнĕ.

О.ГРИГОРЬЕВА.