Пĕрремĕшсен манăçми кунĕ

Тăвайри вăтам шкулта пĕрремĕш "б" класра пĕлỹ пухакансем район центрĕнчи краеведени халăх музейне кайса курчĕç. Вĕсене музей заведующийĕ Светлана Архиповна Сергеева ăшшăн кĕтсе илчĕ. Хăш-пĕрисем пуçласа килсе кураççĕ музее, питĕ савăнчĕç экспонатсене тыта-тыта пăхрĕç.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче тунă сăн ỹкерчĕксене питĕ сăнарĕç пĕчĕккисем мухтав залĕнче. Пуçа çыхламалли хурçă çĕлĕке, салтак котелокне, фляжкăна, пулемет гильзине тата ытти япаласене сăнарĕç арçын ачасемпе хĕрачасем. Тăвайри Д.Кучеров тунă самолет моделĕсем те питĕ кăсăклантарчĕç вĕсене. Тăвайри искусствăсен шкулне çỹрекенсен ĕçĕсен куравĕпе те кăмăллă юлчĕç ачасем.

Ача-пăча библиотекине куçрăмăр çакăн хыççăн. Н.Уськина, Г.Тимофеева библиотекарьсем вулавăшра мĕнле пулмалли, кĕнекесене чипер тыткаламалли пирки ăнлантарчĕç пĕрремĕшсене, "Библиотека" сăмах мĕне пĕлтернине ăнлантарчĕç аслисем, кĕнекене юратма-хаклама сĕнчĕç, хăвăрт каларăшсен буклетне парнелерĕç. Пĕчĕккисене библиотекăра та питĕ килĕшрĕ.

Тăвайри музейпе ача-пăча библиотекинче тăрăшакансене интереслĕ калаçушăн тав тăватпăр.

В.ЛАБЗИНА,

пĕрремĕш классен вĕрентекенĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: пĕрремĕшсем искусство шкулĕнчи курав умĕнче.