Çĕнни ыррине илсе килтĕр

Вера КИРИЛЛОВА, Тăвай вăтам шкулĕн ертÿçи:

Сентябрĕн 1-мĕшне яланах çĕк­ленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илетĕп пулин те кăçал хавхаланăвăм тата та пысăкрах. Сăлтавĕ - ача йышĕ ÿснинче. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулне 592 ачапа пуçларăмăр, кăçал вара парта хушшине 616 вĕренекен ларĕ. Вунпĕрмĕш класс пĕтерсе 32 яшпа хĕр тухса кайрĕ пирĕн, пĕрремĕш класа вара 78 ача килчĕ. Шкула çамрăк учительсем килнишĕн те хĕпĕртетĕп: пуçламăш классене вĕрентекен Марина Никифорова пĕлтĕр ĕçе пуçăннăччĕ, кăçал пĕлÿ тĕнчине малтанхи утăмсем тăвакансен пĕр ушкăнне Алена Николаева, вĕрентекен профессине тин кăна пикенекен пике, йышăнĕ.

Юсав-тирпей тĕлĕшпе ачасене кĕтсе илмешкĕн çу варринчех хатĕр пирĕн шкул. Унăн çумĕнчи пахчара çитĕнекен тĕрлĕ чечек клумбисем /курасчĕ сирĕн çак илеме!/ уявра ачасен, аслисен кăмăлне пушшех çĕклессĕн туйăнать. Тĕрĕссипе, çăвĕпе татăлмаççĕ учительсемпе ачасем шкултан - шăвараççĕ, çум çумлаççĕ. Поварсем вара хамăрăн пахчаçимĕçрен мĕн тĕрлĕ блюдо хатĕрлесе хĕлле валли банкăсене хупмарĕç-ши! Сăмах май, кăçалхи вĕренÿ çулне технологи çулĕ тесе йышăнчĕç. Пирĕн шкулта çак предметпа пĕлÿ парас енĕпе опыт та, пурлăх никĕсĕ те пысăк. Эппин, пусăм тумашкăн йывăр килмĕ.