Раççей вĕренỹ министрĕ Ольга ВАСИЛЬЕВА: Чăваш Ен опытне ыттисен те алла илмелле

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Енре "Ял шкулĕн вĕрентекенĕ - Раççей аталанăвĕнче" Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен 3-мĕш съезчĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Раççей Федерацийĕн вĕренỹпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева та хутшăннă. Съезда Раççейĕн 62 регионĕнчен 505 педагог килнĕ. Ялти вĕрентекенсен анлă форумне мĕншĕн пирĕн республикăра ирттерме шут тытнине вара тавçăрма йывăр мар: Чăваш Енре юлашки çулсенче вĕренỹ тытăмне аталантарассипе курăмлă улшăнусем пулса иртеççĕ.

Съездăн пленарлă пухăвне К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх академи театрĕнче ирттернĕ. Ăна Раççей Патшалăх Думин Вĕренỹ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова ертсе пынă. Президиумра - Раççей вĕренỹпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пулăшуçи Олег Машковцев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин Вĕренỹ комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов, К.Г.Разумовский ячĕллĕ Технологисемпе управлени Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ Валентина Иванова.

Михаил Игнатьев паянхи Чăваш Ене пĕтĕмĕшле сăнласа пама пуçличчен тин çеç министр должноçне йышăннă Ольга Васильевăна пирĕн регион тăвакан утăмсене пысăка хурса хакланăшăн, республикăна пысăк шанăç кỹнĕшĕн тав тунă. Регион тăнăçлă аталанса пыни, республикăри халăхăн 39 проценчĕ ялсенче пурăннă май инфратытăма çĕнетессипе çыхăннă улшăнусем çинче чарăнса тăнă. Садиксем тăвассипе, спортзалсене çĕнетессипе юлашки çулсенчи ырă кăтартусене асăннă. Республикăн чăн пуянлăхĕ унăн çыннисем тесе палăртнă май вĕсен ăс-тăн аталанăвĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулма тăрăшнине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Паянхи кун вĕренỹ тытăмне аталантарассин пĕр енĕ профориентаци ĕçĕ пулнине кура хальхи вăхăтра хута яракан çĕнĕ проектсене, уйрăммăн илсен, çитĕнекен ăрăвăн инженери пĕлĕвĕсене анлăлатассипе çыхăннă программăсем пуçарнине палăртнă.

Технологисемпе инфратытăм вĕренỹ тытăмĕн аталанăвĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулсан та, сумлă вырăнта педагог пулмаллине шута илсе Михаил Игнатьев съезда пухăннă мĕнпур вĕрентекене хăйсен ĕçне, ачасене юратнăшăн, ĕçре чăн-чăн профессионал пулнăшăн тав тунă.

Олег Машковцев вĕренỹ тытăмне тухăçлă ĕçлеттерес тесен татса памалли çивĕч ыйтусене хускатнă.

Унтан Вячеслав Никонов сăмах илнĕ.

-Шкул пур тăк - ял та пулать, вăл пулмасан вара... -тенĕ Вячеслав Алексеевич Раççейре пысăк хуласем темĕн чухлĕ пулин те вĕренекенсен йышĕн ытларах пайĕ ялта пурăннине аса илтерсе.

Ялти шкул пĕлỹ çурчĕ кăна мар, вырăнти халăха пĕрлештерекен социокультура центрĕ те пулса тăнине палăртнă. Калăпăр, спортзалсене тĕплĕ юсанă май вĕсенче ачасемсĕр пуçне вырăнти çынсем те сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. Федераци программипе килĕшỹллĕн çитес 10 çулта Раççейре çĕнĕ 500 шкул хута ямалли, вĕсенче вĕренекенсем валли 6,5 млн вырăн пулмалли çинчен каланă.

Съездра "Раççей шкул ачисен юхăмĕн" ертỹçи Сергей Рязанский юхăм мĕнлерех енсемпе аталанассине каласа панă. Паллах, патриотла воспитани, ачасене харпăр хăйне аталанма майсем туса парасси тĕпре пулĕç.

Раççей Федерацийĕн вĕренỹпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева сăмах илнĕ. Вăл хăйĕн калаçăвне ял шкулĕн аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ самантсем тавра йĕркеленĕ.

-Пуçламăш шкул - пĕлỹ парас ĕçĕн никĕсĕ. Çавна май сахал комплектлă мĕнпур шкула сыхласа хăварассишĕн çине тăмалла,- тенĕ вăл.

Залра ларакансем министр каланипе килĕшсе тăвăллăн алă çупнă. Çакăн хыççăнах делегатсем тахçантанпах кĕтнĕ шухăша та илтнĕ: Ольга Юрьевна пуçламăш классенчи ачасене пур шкулта та - Калининградран пуçласа Инçет Хĕвелтухăçĕнчисем таранах - пĕртен-пĕр никĕс программăпа вĕрентмеллине пусарсах каланă. Вĕрентекен ĕçне кирлĕ-кирлĕ мар отчетсем çырассипе чăрмав кỹмелли марри çинчен ыйту çирĕп тăратни çинчен пĕлтернине те педагогсем савăнса йышăннă.

Министр съезда хутшăнакансене дискусси лапамĕсенче хастар ĕçлеме, чăннипех кирлĕ резолюцисем йышăнма ыйтнă.

Пленарлă пухăвăн пĕрремĕш пайĕ хыççăн делегатсем пилĕк ушкăна пайланнă. Ялсенче вĕренỹ тытăмне лайăхлатас, ял тата хула шкулĕсенчи ачасем валли пĕлỹ илме пĕр пек майсем йĕркелес, ялта ĕçлекен вĕрентекенсене социаллă пулăшу парас, ялти шкулсенче инçет вĕренĕве йĕркелес - çак тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă.

"Эпĕ тивлетлĕ чăваш çĕрĕнчи куна пысăк савăнăçпа ирттертĕм. Пĕр-ремĕш хут ялта вĕрентекенсен съездĕнче пултăм. Вĕсене эпĕ вĕрентекенсен пĕрлĕхĕн чи хастар представителĕсем тесе шутлатăп. Вĕсем хăйсен ĕçне питĕ юратакан çынсем. Пытармастăп, мана Янăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул питĕ тĕлĕнтерчĕ. Кунта эпĕ хама кăсăклантаракан нумай ыйту çине хуравсем тупрăм",- тенĕ РФ вĕренỹпе ăслăлăх министрĕ Ольга ВАСИЛЬЕВА.