Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти 10 шкулта 1544 ача парта хушшине ларнă, 139 ачашăн пуçласа пĕрремĕш шăнкăрав янăранă. Вĕренỹ ĕçне хушма пĕлỹ паракан 4 тата шкулчченхи 7 учреждени туса пыраççĕ.

Енĕш Нăрваш. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Енĕш Нăрвашри вăтам шкул коллективне Пĕлỹ кунĕпе ăшшăн саламланă. Вăл вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлеме пур шайри бюджетран 5,158 млн. тенкĕ уйăрнине палăртнă. Вырăнти бюджетран июнь уйăхĕнче кăна 1,3 млн. тенкĕ уйăрса панă. Тĕмерти вăтам шкулта спортзала тĕпрен юсанă. Çавăн пекех вăл вĕренỹ çулĕ умĕн ытти шкулсенче, ача сачĕсенче туса ирттернĕ ĕçсем çинче те чарăнса тăнă.

Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Егоров, Тăвайри ачасемпе яшсен центрĕн директорĕ Лина Гурина çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă.

Тăвай. Ирех Тăвайри вăтам шкул ачасен хаваслă сасси-куллипе тулчĕ. Пĕлỹ кунне халалланă линейкăна шкул директорĕ Вера Кириллова уçрĕ, вăл ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн ертỹçи О.А.Ломоносов, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Н.Васильев, "АККОНД" акционерлă обществăн пай начальникĕ И.П.Епифанова саламларĕç.

Çак кун пĕрремĕш класа пыракансем 54-ăн пулнă. капăр тумлă, аллисене чечексем тытнă ачасене пăхса ытармалла мар! Сăвăсем калама та, юрлама та ăста вĕсем. Пуçламăш классен учителĕсен ячĕпе В.Г.Шакрова сăмах каларĕ, пурне те çĕнĕ вĕренỹ çулĕпе ăнăçу сунчĕ. Пуçласа парта хушшине ларакансенчен Кирилл Иванов вара лайăх паллăсемпе çеç вĕренме шантарчĕ.

Акă шăнкăрав сасси ачасене пĕлỹ тĕнчине, учительсене пархатарлă ĕçе кỹлĕнме йыхравларĕ. Пĕрремĕш шăнкăрава пĕрремĕш класри Елизавета Владимировапа Сергей Ананьев тата Виктор Обаськинпа Кирилл Новиков выпускниксем (сăн ỹкерчĕкре) пачĕç.

Н.МИХАЙЛОВА.

Е.ШИБАЛОВ сăн ỹкерчĕкĕ.